Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешес ӗҫ пырать. Ҫӗмӗрле хулинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Куракасси ялӗнче те грипп тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ , Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешнӗ. Ветеринарсем ҫынсенчен чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене пуҫтарнӑ, вӗсемшӗн укҫа панӑ. Паянхи кун тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӳленӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе грипп ӑҫтан килни паллӑ мар. Икӗ эрне каялла чир-чӗр Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри кайӑк-кӗшӗк комбинатӗнчен килнӗ тесе шухӑшланӑ.
Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенче ҫумӑр сахал ҫунӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ районсенче тӑпрара нӳрӗк ҫителӗксӗр.
Чӑваш Енри тавралӑха гидрометерологи тата мониторинг ирттерекен центр даннӑйӗсене ӗненес тӗк, унта 30 кун 0-20 сантиметр тарӑнӑшӗнче 4-6 миллиметр саппас нӳрӗк ҫеҫ пулнӑ.
Специалистсем ҫумӑр ҫуманран тапра, ӳсен-тӑран типнине калаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ 5 районта нӳрӗк ҫитмен тӑпра ҫинче 41,7 процент ҫӗрулми, 38,9 процент пахча ҫимӗҫ тата 29,7 процент тыр-пул, пӑрҫа йышши культурӑсем ӳсеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев арпа купинче тӗшӗ шыранӑ. Ҫакӑн пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Юрий Михайлов пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» обществӑра пулчӗ, вырмана еплерех йӗркеленипе паллашнӑ. Предприятин Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 5400 гектар пуҫтарса кӗртмелле иккен. Вырмана утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухнӑ.
Михаил Игнатьев вырмана мӗнлерех йӗркеленине ыйтса пӗлнӗ, кӗрхи тулӑ тухӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ арпа купинче тӗшӗ шыраса пӑхнӑ, анчах тупайман. «Апла пулсан комбайнсем хывӑх-хылчӑкпа пӗрле пӗрчӗсене хыҫалалла вӑркӑнтармаҫҫӗ, тухӑҫ бункерта пуҫтарӑнать», — пӗлтернӗ Юрий Михайлов хаҫатҫӑ Элтеперпе Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ хыҫҫӑн.
Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ.
РСФСР халӑх артистне, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин профессорне Николай Григорьева уйӑхсерен ӗмӗрлӗх пособи парса тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кун пек пособие культурӑра тата ӑслӑлӑхра Чӑваш Ен умӗнче тата тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ маттурсем тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программипе уйӑраҫҫӗ.
Николай Григорьев 1939 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Нина Григорьева та Ҫӗрпӳ районӗнчен. Нина Григорьева паян та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, куракансене хӑйӗн ӗнентерӳллӗ ролӗсемпе тыткӑнлать.
Комсомольски районӗнче тата Патӑрьелте кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче те ҫак чир пуррине пӗлтернӗ. Ҫакна Чӑваш ветеринари лабораторийӗ ҫирӗплетнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Явӑш ялӗнчи икӗ ҫын хуҫалӑхӗнче чӑхсем вилнӗ. Халӗ ҫав тӑрӑха ҫулсене хупнӑ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Вилнӗ чӑхсене утилизациленӗ.
Красноармейски районӗнчи хуҫалӑхсенче те чӑхсем вилнӗ тӗслӗх пурри пирки сас-хура тухнӑ. Паян Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче кайӑк-кӗшӗке урама кӑларма чарасси пирки каланӑ.____
Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ.
Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн
икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Хир кунӗ» республикӑри курав уҫӑлнӑ. Ӑна пирӗн республикӑри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ ҫулсерен йӗркелет.
«Хир кунӗ» куравра ял хуҫалӑхӗнчи пысӑк эффективлӑ сортсемпе, ҫӗнӗ йышши агротехникӑпа, пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑҫалхи курав уҫнӑ ҫӗрп хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шучӗпе ҫак мероприяти ялти техникӑна ҫӗнетме, ҫӗнӗ йышши технологисене аталантарма май парӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑри аграри предприятийӗсене 2 миллиард та 757 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта укҫан ҫуррине аграрисем илнӗ те ӗнтӗ.
Курава уҫас умӗн республикӑри маттур аграрисене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе чысланӑ, малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.
Чӑваш Енре шывра путнӑ тӗслӗх нумай пулни, статистика савӑнтарманни ҫинчен унччен хыпарланӑччӗ. Юлашки 2 эрнере 12 ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсенчен 4-шӗ – ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каллех ача путса вилнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче пӗвере 13 ҫулти ача шыв айне кайнӑ. Унӑн виллине ҫынсем кӑларнӑ.
Ҫав кунах Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта Ҫавалта 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна водолазсем шыранӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ асӑрханмалли пирки аса илтерет. Уйрӑмах шыв хӗрринче ачасене куҫран вӗҫертмелле мар.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн упӑшкине патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ тунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗн е, тен, йӑмӑкӗн-ши (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче сестра тесе ҫырнӑ) упӑшки сӳтмелли ҫуртра пурӑннӑ пек суя хутсем хатӗрленӗ. Вӗсене 2013 ҫулта Ҫӗрпӳ район администрацине тӑратнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче арҫын 1,3 миллиона яхӑн тӑракан хваттерлӗ пулнӑ. Тепӗр ҫулхи кӑрлачра ӑна вӑл приватизациленӗ.
Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 2017 ҫулхи раштавра чӑрӑш кастарнӑшӑн та айӑпласшӑн. Пӗр йывӑҫа пула вырӑнти ял тӑрӑхне 12 пин ытла тӑкак кӳнӗ.
Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра пуҫлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |